Паян шкул ачисем Пӗлӳ кунне паллӑ тунӑран эпир электронлӑ вулавӑша Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекине вырнаҫтартӑмӑр. Чӑвашла ӑна Феодосия Ишетер куҫарнӑ, 1979 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Электронлатма «Хавал» пӗрлӗхӗн пайташӗсем пулӑшнӑ.
«Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава Марк Твен пӗрремеш хут 1876 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Унти ӗҫсем АПШ-ри граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ҫыравҫӑ ӑна ҫитӗннисем валли ҫырнӑ, анчах каярах хайлав ачасен кӑмӑлне кайнӑран вӑл ача-пӑча литератури пулса тӑнӑ. Чӑвашла Том Сойер пирки тепӗр кӗнекене те куҫарнӑ — 1985 ҫулта «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» (1884) хайлав Асклиада Соколова куҫарӑвӗпе тухнӑ. Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӑш кӗнекисене — «Tom Sawyer Abroad» (1894, чӑв. Том Сойер чикӗ леш енче), «Tom Sawyer, Detective» (1896, чӑв. Том Сойер — детектив) — хальлӗхе чӑвашла кӑларман-ха.
«Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава epub форматпа та уҫласа илме пулать — капла смартфонсенче вулама май пур.
Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленӗ электронлӑ вулавӑша Никифор Мранька ҫырнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 3-мӗш кӗнеки вырнаҫрӗ. 1 миллион ытла саспаллирен тӑракан хайлава сайтра вуланисӗр пуҫне хӑвӑр кӗсье хатӗрӗсем валли те уҫласа илме пултаратӑр — ӑна epub форматпа та хатӗрленӗ.
Никифор Мранька ҫырнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» кӗнекесен пуххи Октябрьти пӑлхавӑр умӗнхи чӑваш халӑх пурнӑҫне сӑнласа кӑтартать. Чи пӗрремӗш хут виҫҫӗмӗш кӗнеки 1961 ҫулхи раштав уйӑхӗнче кун ҫут курнӑ. Унтанпа сахал мар ҫӗнӗрен пичетленсе тухнӑ. Сӑмах май, ӑна хӑй вӑхӑтӗнче М.Я. Сироткин критиклесе пӑрахнӑ — ниме юрӑхсӑр япала имӗш. Паллӑ литература тӗпчевҫине унта пӗр ырӑ сӑнар та курӑнман, хайлав та историлле чӑнлӑха хирӗҫле шухӑшлӑ иккен. Ҫапларах хак панӑ кӗнекене 1962 ҫулта. Эсир вара, сайт хӑнисем, кӗнекепе паллашайман пулсан ӑна вуласа тухса хаклама пултаратӑр: малтанхи икӗ кӗнекинчен хавшакрах е сумлӑрах.
Пирӗн электронлӑ вулавӑшра паян «Ӗмӗр сакки сарлака» нумай томлӑ романӑн иккӗмӗш кӗнеки вырнаҫрӗ. Ӑна эпир 1989 ҫулта тухнӑ кӑларӑмран илтӗмӗр. Енчен те хальччен сирӗн ку хайлавпа паллашма майсем пулман пулсан — электронлӑ вулавӑшран илсе вулама пултаратӑр. Сӑмах май, пирӗн вулавӑшри романсен шучӗ ӑна шутласан 14 ҫитрӗ!
«Ӗмӗр сакки сарлака» роман пурӗ 6 кӗнекерен тӑрать. Пӗрремӗш кӗнекине Никифр Мранька 1959 ҫулта кӑларнӑ. Иккӗмӗшӗ, паян пирӗн электрнлӑ вулавӑшра вырӑн тупнӑскер, 1960 ҫулта кун ҫути курнӑ. Тепӗр ҫултан, 1961-мӗшӗнче, романӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Тӑваттӑмӗш кӗнеке вулакансем патне тепӗр 10 ҫултан ҫеҫ, 1971 ҫулта ҫитнӗ. Пиллӗкмӗш кӗнеке те хӑвӑрт ҫитмест — 1980 ҫулта пичетленсе тухать. Улттӑмӗш кӗнекене вара автор ҫырса ҫитереймест, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрет. Ҫавах автор ҫырнӑ пая вулакан патне ҫитернӗ — вӗҫленмен хайлава «Тӑван Атӑл» журналта пичетлерӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра романӑн ытти кӗнекисене те вырнаҫтарма тӑрӑшӑпӑр — халӑх килӗштерсе вуланӑ хайлав электронлӑ вулавӑшра пулмаллах ӗнтӗ!
«Ӗмӗр сакки сарлака» роман хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш литературишӗн пысӑк ҫитӗнӳ пулнӑ — халӑх ӑна хапӑл йышӑннӑ, автор та хавхаланса пӗрремӗш кӗнекене калӑпланӑ хыҫҫӑн тепӗр 5 том хушса ҫырнӑ. Паллах, улттӑмӗш кӗнекене пӗтереймен, вӑл халӑх патне вӗҫленмен хайлав пек ҫитнӗ.
Темиҫе кӑларӑмпа, пысӑк тиражпа тухнӑ ҫак роман. Пӗрремӗш кӗнекине Никифор Мранька 1959 ҫулта кун ҫути кӑтартма мехел ҫитернӗ. Иккӗмӗшӗ — 1960 ҫулта тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗ — 1961 ҫулта. 1965 тата 1967 ҫулсенче пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӗнекисен тепӗр кӑларӑмӗ тухать. 1970 ҫулта иккӗмӗш кӑларӑмпа 3-мӗш кӗнеки кун ҫути курать. Ҫулталӑк иртсен халӑх патне романӑн тӑваттӑмӗш кӗнеки ҫитет. Пиллӗкмӗш кӗнеки тепӗр 9 ҫултан калӑпланса пӗтет — 1980 ҫулта. 1989 ҫулта, автор 90 ҫул тултарнӑ тӗле (хӑй, шел те, вӑл вӑхӑта пурӑнса ҫитереймен), романа ҫӗнӗрен пичетлесе кӑлараҫҫӗ.
Паян пирӗн электронлӑ вулавӑшра вара ҫак пысӑк калӑпӑшлӑ романан пӗрремӗш кӗнеки вырнаҫрӗ. Ӑна эпир 1989 ҫулхи кӑларӑмран илсе электронлатрӑмӑр. Ҫапла май эсир те, романпа хальччен паллашайман пулсан, ӑна вуласа киленме пултаратӑр!
Сӑмах май, Никифор Мранька романне кӗртнӗ хыҫҫӑн электронлӑ вулавӑшри текстсен калӑпӑшӗ 30 миллион саспаллирен иртрӗ!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |